Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шарапов Валерий Васильевич

Шарапов Валерий Васильевич — чӑваш ҫыравҫи. 1946 (1948?) ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тушкил ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

Ашшӗ, Василий Фёдорович, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫине хутшӑннӑ, Ленинград хулин блокадине сирме пулӑшнӑ. Амӑшӗ — Анастасия Александровна. Валерий ҫемьере кӗҫӗнни пулнӑ. Аслӑраххи — Фаина.

Тӑван ялта пӗлӳ пухнӑ хыҫҫӑн Тӑвайри вӑтам шкула вӗренме кӗнӗ. Сывлӑхӗ 9-мӗш класа вӗренсе ҫитнӗ хыҫҫӑн хавшама пуҫланӑ. Ҫавах ача вӑтам пӗлӳ илме пултарнӑ. Чирӗ аталанса пынӑ май ҫамрӑк инвалид кӳмисӗр ҫӳрейми пулнӑ. Валерий Шупашкарта та, Мускавра та, Ленинградра та сипленнӗ, анчах йывӑр чире ҫӗнтерме май килмен.

Пултарулӑхӗ

Калавсем ҫырма шкулта вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ. Аслӑ классенче пӗлӳ пухаканскер район хаҫатӗнче очерксемпе тӗрленчӗксем пичетленӗ. Йывӑр чире пула выртмаллипех чирлесе кайсан Николай Островский тӗслӗхне кура хӑйӗн пурнӑҫне литературӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Ун хыҫҫӑн калавӗсемпе повеҫӗсем республикӑра тата Мускавра тухса тӑракан журналсенче пичетленме пуҫланӑ.

Валерий Шараповӑн хайлавӗсем ҫак кӗнекесенче кун ҫути курнӑ:

  • «Уйӑх ҫаплах ҫутатать»;
  • «Пурнӑҫа юратса»;
  • «Ҫамрӑк хунав»;
  • тата ыт. те.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-09-19 16:40:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1819 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем